Ленин
Википедири материал
Владимир Ильич Ленин (паспорчĕпе — Ульянов; Шаблон:OldStyleDate, Чĕмпĕр — кăрлач, 21 1924, Горки усадьби, Мускав кĕперни) — сумлă раççей профессиллĕ пролетари революционерĕ, публицист, марксисăм юхăмĕн теоретикĕ, Марксисăм-ленинисăма никĕс хураканĕ, большевиксен партине тата Совет патшалăхне туса хураканĕ, РСФСР Халăх Комиссарĕсен Канашĕĕн ертӳçи; тĕнчери коммунисчĕсен юхăмĕн ĕçтĕшĕ; XX ĕмĕрти паллă политикĕсенчен пĕри.
Тупмалли[кӑтартмалла мар]
|
Çемье
XX ĕмĕрĕн паллă революционерĕн çемйи тĕрлĕ ăратлă, çапах та ытларах тĕрлĕ чинлă интеллигенцирен пулнă. Ленинра темиçе халăх юнĕ юхнă — вырăссен, калмăксен, чăвашсен, еврейсен, нимĕçсен тата шведсен. Владимир Ильичăн асатти, Николай Васильевич Ульянов, чăваш, Чулхула кĕперни крепăç хресченĕ. Аçтăрхана куçса кайса çĕвĕç-ал ăстаçи ĕçĕпе пурăннă. Çитĕнсе çитнĕ çын Анна Алексеевна Смирновăна качча илнĕ, ашшĕ калмăк пулнă, амăшĕ — вырăс, пулас.
┌──Григорий Ульянин |
Илья Николаевич Ульянов çуралнă çул Николай Васильевич Ульянов 60 çула кайнă. Николай Васильевич вилсен Ильяна опекал старший брат Василий Никитович Ульянов, вăлах Ильяна пĕлӳсене пухса Хусан университечĕн физикă-математика факультетне кĕме пулăшнă. Университетран 1854 çулта вĕренсе тухсан Илья Николаевич Ульянов Пензăра тата Чулхулара гимназисенче, институтсенче тата училищĕсенче математикăпа физикăна вĕрентнĕ, 1869 çултанпаЧĕмпĕр кĕпернин халах училищисен инспектăрĕ тата ертӳçи пулса вăй хунă. Таса Улатимĕрĕн III-мĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ хыççăн, Ленинăн ашшĕне 1882 çулта кăнарлă дворян ятне панă.
Владимир Ильичăн кукаçи Александр Дмитриевич Бланк (Христос тĕнне кĕриччен Израиль Мойшевич Бланк) пулнă.
Çамрăклăх. Революци ĕçлевне пуçлани
1879—1887 çулсенче Чĕмпĕр гимназинче вĕреннĕ. 1887çулта Ленинылтăн медальпе гимназирен вĕренсе тухса Хусзан университечĕн юридици факультне вĕренме кĕрет, анчах ăна студентсен пăлхавĕсене хутшăннăшăн Хусан кĕпернинчи Кукушкă ялне тăванĕсем патне кăларса яраççĕ. Пиччĕшне Александра 1887 çулта Народная воля (ушкăн) ушкăнĕн революци ĕçлĕхне хутшăннăшăн айăпласа çакса вĕлереççĕ. Çакăн хыççăн Владимир Ульянов хăйĕн паллă сăмахĕсене калать: «Эпир урăх çулпа кайăпăр». 1888 ç. кĕркунне Владимир Ильича Хусана таврăнма ирĕк параççĕ. Кунта вăл Н. Е. Федосеев йĕркеленĕ марксисчĕсен ушкăнĕн пухăнăвĕсене çӳреме тытăнать, К. Маркс, Ф. Энгельс, Г. В. Плеханова ĕçĕсене вуласа тĕпчет. Маркспа Энгельсăн кĕнекисем Ленинăн ăс-тăн курăмлăхĕн аталанăвĕнче никĕс хураççĕ — çапла вăл шантарулă марксист пуласа тăрать. 1889 ç. кĕркунне Ульяновсен çемйи Самара куçать, кунта Ленин вырăнти революционерсемпе тачă çыхăну тытса тăрать. 1891 çулта Владимир Ульянов экстерн меслечĕпе Санкт-Петербург университечĕн юридици факультетĕнче экзамена ăнăçлă тытать. Волькенштейн адвокат патне ĕçĕ кĕрет, анчах юридици ĕçĕ-хĕлĕпе нумаях хăтланмасть. Çак ĕçре хăйĕн кăмăлĕн туртăмне тупаймасăр, хастар марксист революци юхăмне кĕрсе каять. 1895 çу уйăхĕнче пĕрремĕш хут ют çĕре каять. Швейцарире Плехановпа, Германире — В. Либкнехтпа, Францире —П. Лафаргпа тата ытти тĕнчери ĕçтĕшсен юхăмĕн паллă ĕçченĕсемпе тĕл пулать, Раççее таврăнсан тĕп хулара 1895 çулта Цедербаум-Мартов ертсе пынипе «Союз борьбы за освобождение рабочего класса» туса хурать. «Союз борьбы» хула ĕçтĕшĕсем хушшинче хастар пропагандă ĕçлĕхе ертсе пырать, вăл 70 ытла çулçак (листовкă) кăларать. 1895 раштавра Ленина арĕслеççĕ те тепĕр икĕ çултан та икĕ уйăхран Енисей кĕпернийĕн Шушенское ялне 3 çуллăха кăларса яраççĕ. Çакăнта Ленин Н. К. Крупскăйăпа (1898 утă уйăхĕнче) çырăнать. Кунтах вăл халăхлăх теорине хирĕçлĕ «Развитие капитализма в России» кĕнеке çырать, ытти чĕлхесенчен куçарать, статьясем хатĕрлет. Çак тапхăрта 30 ытла ĕç çырнă, Петербург, Мускав, Чулхула, Воронежа тата ытти хуласенчи социал-демократсемпе çыхăну тытса тăрать.
Пĕрремĕш эмиграци: 1900 - 1905
1900 ç. нарăсра Ленинăн кăларса янă вăхăчĕ тухать. Ленин Раççейĕн Европă пайне тавранать, пĕр вăхăт Псковра чарăнать, раççей хулисем тăрăх харпăр тата ĕçлĕх çӳревĕсем тăвать те утă вĕçĕнчеШвейцарине каять Плехановпа каласӳ ирттерсен, Мюнхена куçать те Плехановпа, Мартовпа, Аксельродпа, Засуличпе, Парвуспа пĕрле Мюнхенре марксисăма янравлакан «Искра» (Хĕлхем) хаçатпа «Заря» (Шурăмпуç) журнала никĕс хурать. Çулта вăтам тиражĕ — 8000 экз. Распространение газеты способствовало созданию сети подпольных организаций на территории Российской империи. 1901 раштавра хăйĕн пĕр статйине Ленин (унăн çаплах В. Ильин, В. Фрей, Ив. Петров, К. Тулин, Карпов тата ытти псевдонимĕсем пулнă) ятпа кĕртет. 1902 çулта «Что делать? Наболевшие вопросы нашего движения» ĕçĕнче Ленин хăйĕн партии тăвас концепцине кăтартать. Партие вăл тĕпе чăмăртаннă çăр ушкăнĕ («Дайте нам организацию революционеров и мы перевернем Россию!») евĕр курать.
1903 ç. РСДРП II съезчĕн ĕçне хутшăнни
Съезд уçăлсанах парти пĕр майлă марри çие тухать, Ленин майлисемпе — «çирĕп» хĕлхемçĕсемпе пĕр енчен тата унпа хирĕçлисем — «çемçе» хĕлхемçĕсемпе, «экономистсемпе» тепĕр енчен тавлашу хĕрӳленсе каять. Ленин çине тăрсах пролетариатăн диктатури, партии юлташĕсенчен питĕ хытарса ыйтмалли пирки хистет. Унăн шучĕпе, партии юлташĕ программăна йышăнса, пурлăхпа пулăшса тăмалла çеç мар, унсăр пуçне пĕрмаях парти ячейкин кулленхи ĕçĕсене хутшăнмалла. Мартов шучĕпе, парти программине хисеплесе тата укçа-тенкĕпе куллен пулăшса тăрсан та çитет. Малтан мартовăн çак сĕнĕвĕ 28 майлă, 22 хирĕçле тата 1 никам майлипе сасă пуçтарнă, анчах та, каярах съезда 2 «экономист» тата 5 бунд çыннисем пăрахса каяççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Ленин ушкăнĕ партин ТК тата «Искра» редакцийĕн суйлавĕнче çĕнтерӳ илет. Çакăнтанпа вара «большевиксем» тата «меньшевиксем» терминсем тухаççĕ (тĕплĕнрех РСДРП II съезчĕ статья).
1903 çулхи утă, 17 — çурла, 10 года Лондонра РСДРП II съезчĕ иртнĕ. Ленин ăна питĕ тӳсĕмсĕр кĕтнĕ, мĕншĕн тесен 5 çул каялла пуçтарăннă I съезчĕ ĕç тĕпĕпе партине туса хурайман: программăна йышăнман, пролетариатăн революциллĕ вăйĕсене тĕреклетмен; пĕрремĕш съезчĕн Тĕп Комитетне тӳрех аресленĕ. Ленин съезда хăй йĕркелеме пикенет.
1905 çулхи революци
1905-07 çулсенчи революцийĕ çулăма кĕнĕ чух Ленин ют çĕрте, Швейцарире пурăннă. Партин вырăнти йĕркеленнĕ ушкăнĕсен хыпарĕсем тăрăх вăл революци хумĕ çĕкленни пирки пĕлсе тăнă. 1905 çулхи нарăс уйăхĕнче Раççейре РСДРП ТК пĕтĕм юлташĕсене аресленĕ, икĕ çын çеç - Красина тата Любимова тытса хупайман. Вĕсем большевиксен "Бюро комитетов большинства" ушкăнĕ шутне кĕреççĕ, партин III съезчĕн хатĕрлев ĕçĕсене туса пыраççĕ. Çапла вара РСДРП пĕтĕм ертӳлĕхĕ Ленинăн тата унăн юлташĕсем майлă пулса тăрать.
Раштав хĕçпашаллă пăлхавĕ пăчланнă пулин те, Ленин унăн пысăк усăллăхне, большевиксем революцире пĕтĕм мелĕсемпе хистесе ĕçленине палăртать.
Иккĕмĕш эмиграци: 1908 - 1917
1908 ç. Кăрлачăн пĕрремĕш кунĕсенче Ленин Женевăна Швейцари таврăнать. 1905-07 çулхи революци хăйĕн ĕç тĕллевне çитейменнипе вăл ал усса ларман, революци çулăмĕ тепре ялкăшасса шаннă. «Разбитые армии хорошо учатся», — çырать Ленин.
1908ç. вĕçĕнче Ленин хăйĕн пĕр тĕллевçисемпе Зиновьевпа тата Каменевпа пĕрле Парижа куçса каять. Çакăнта вăл Инесса Армандпа паллашать. 1909 ç. хăйĕн тĕп философиллĕ ĕçне «Материалисăм тата эмпириокритицисăма» çырать.
1912 çулта вăл РСДРП легализацилесшĕн меньшевиксенчен урăлмаллипех уйрăлать. 1912 ç. Çу, 5 большевиксен саккунпа тӳрĕллĕ «Правда» хаçатне каларма тытăнать. Унăн тĕп редакторĕ Ленин пулать. Вăл кашни кун ах «Правдăна» статьясем çырать, çырусем ярать, вĕрентет, сĕнӳсем парать, редакции йынăшĕсене тӳрлетсепырать. 2 çул хушшинче «Правдăра» Ленинăн 270 статйисемпе çырса хăварнисене пичетленнĕ. Çаплах эмиграцире Ленин IV-мĕш Патшалăх шухăшлавĕнчи большевиксен ĕçлĕхне йĕркелесе пынă , II-мĕш Интернационалра РСДРП элчи пуна, партии тата наци ыйту-ĕçĕсемпе статьясем хатĕрленĕ, философине тĕпченĕ.
1912 ç. вĕçĕнчен Ленин Австро-Венгрин çĕрĕнче, Галицире Поронин вырăнĕнче пураннă, унтах ăна Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланни хыпарĕ çитет. Австри жандармĕсем Ленина ареслеççĕ, патша шпионĕ хутне яраççĕ. Ирĕке кăларас ĕçре австри парламенчĕн депутачĕ социалист В. Адлер пулăшать. 1914 ç. Çурла, 6 Ленина тĕрмерен хăтараççĕ, тепĕр 17 кунтан вăл ĕнтĕ Швейцарире. Кунта килсенех Ленин большевик-эмигранчĕсен ушкăнĕн пуххинче вăрçă тезисĕсене хыпарлать. Вăрçă империалисăмлă, икĕ енчен те тӳррĕ мар, ĕçлеченсемшĕн нимĕн те ырлă мар шутланать.
Парти конференцийĕнче Циммервальд (1915) тата Кинталь (1916) хулисенче Ленин хăйĕн тезисне — империалисăм вăрçине граждăн вăрçине куçарассине пурнăçа кĕртес ĕçлĕхпе тăрăшмаллине пĕлтерет, çав хушăрах Раççейре социаллă революции çĕнтерессине хыпарлать.
Социалисты должны разъяснять массам, что для них нет спасения вне революционного низвержения „своих“ правительств и что затруднения этих правительств в теперешней войне надо использовать именно для этой цели».
[2]
1916 çулхи нарăсра Ленин Бернран Цюриха куçать. Кунта вăл хăйĕн «Империализм как высшая стадия капитализма» ĕçне çырать, швейцари социал-демокрачĕсемпе (среди которых левый радикал Франц Платтен) хастар ĕçлет, вĕсен пур пухăвĕсене хутшăнать. Çакăнтах вăл февраль революцийĕ пирки пқлтерӳ илет.
Февраль революцийĕ Лениншăн кĕтмен çĕртен пулса тухнă. Революци пуçланиччен темиçе кун каялла Ленин Раççее «Европăри чи мещансен çĕршывĕ» тесе шутланă.
[[1917 çулхи Февраль революцийĕ] (çакăн çинчен Ленин хаçатсенчен пĕлет) хыççăн герман влаçĕсем (Александр Парвус пулăшăвĕпе) Ленин 35 парти юлташĕсемпе, вĕсем хушшинче Крупская, Зиновьев, Лилина, Арманд, Сокольников, Радек тата ыттисем Швейцарирен пуйăспа Германи витĕр тухса каять. Ленин вырнаçнă экстерриториаллă шутланнă, эрешлĕ каланă, «пломбăланă вакуна», «Германи правительстви пирĕн вакунăн экстерриториаллăхне лояллĕ сыхланă»[3]. Каярахпа Людендорф хăйĕн мемуарĕсенче çапла çырать: «Ленина Раççее ярса, пирĕн ертӳлĕх хăй çине уйрăм явăплăх илнĕ.
Халиччен те тĕпчевçĕсем Ленин нимĕçсенчен укçа-тенкĕ илнине палăртакан пĕр финансă хутне те тупайман.
«Апрель тесисĕсем»
Ленин 1917 çулхи ака, 3 Раççее таврăнать, меньшевик-эсэрĕсен Канашĕ ăна самодержавипе чаплă кĕрешӳçĕ тесе хисеппĕн кĕтсе илет. Тепĕр кунне Ленин большевиксем умĕнче сăмах тытать, тезисене "Правда" хаçат пичетлет. Çак вара паллă «Апрель тезисĕсем»пулаççĕ [4]. Çак докладра Ленин Раççей социал-демократийĕн тата большевиксен ĕç кăмăлĕсене хирĕç вăрçнă, уйрăмах буржуази-демократи революцине сарса пырас, Вăхăтлă ертӳлĕх майлă пулнине, вăл революциллĕ тăван çĕршыва вăрçăра хӳтĕлемелле пирки чĕннĕ. Ленин "Вăхăтлăх ертӳлĕхе нимĕнле пулăшу та" тата "Пĕтĕм влаçа – Канашсене (Советсене)" лозунгĕсене мала кăларнă: çаплах вăл буржуази революцине пролетарийĕнне куçарас тĕллев парать ,буржуазии влаçне антарса пăрахмалла тата патшалăх тытăмне Канашсен, пролетариатăн ярса илмелле, çара, полицие тата чиновниксене салатса ямалла; юлашкинчен вара, вăрçăна хирĕçлĕ вăйлă пропагандă ирттерме, мĕншĕн тесен Вăхăтлăх ертӳлĕхĕ енчен тăсăлса пыракан вăрçă империаллă тата çарату хаклавлă пулни курăнать. РСДРП(б) хăй аллине илсе, Ленин çак ĕç-пуçа пурнăçа кĕртме тытăнать. 1917 ака-утă уйăхĕсенче вăл 170 ытла статья, брошюрă, большевиксен конференцийĕсен тата партин ТК резолюци проекчĕсене тата чĕнсе каланисене çырать.
Ленин чăннипех хăй тĕллĕ вăйланса пыракан правительствăна хирĕç тухнине йĕркелесе пынă утă, 3, кăшт васкавлăрах пулин те. (1917 çулхи утăри пăлхав).Пăлхав пынă чух Вăхăтлă ертӳлĕх большевикчем нимĕçсемпе вăрттăн килĕшӳ тунă пиррки элек сарнă (утă, 5). Утă, 7/20 Вăхăтлă ертӳлĕх Ленина тата ытти паллă большевиксене патшалăха сутнă, хĕçпăшаллă пăлхав йĕркеленĕ тесе айăпласа ареслеме хушу (приказ) кăларать. Ленин каллех вăрттăн ĕçлĕхе каять. Петроградра вăл çав чух 17 вăрттăн хăваттер улăштарать, хыççăн, çурла, 21 (кивĕ йăлапа çурла, 8) 1917 Зиновьевпа пĕрле Петроградран инçех мар — Разлив кӳлли патĕнче, ӳплере, юпа уйăхĕчченех — Финлянди çĕрĕнче (Ялкала, Гельсингфорс, Выборг) пурăнать.
1917 çулхи Октябрь революцийĕ
Тĕп статья: Аслă Октябрь социаллă революцийĕ
1917 çулхи чӳк, 24 Ленин Смольнăйа хуралçисене вăрттăнлăхпа улталаса (Троцкий ăна кĕртесшĕн пулман) пырса кĕрет те тӳрех пăлхава хатĕрлес ĕçĕ йĕркелесе ярать. А. Ф. Керенский ертӳлĕхне сирпĕнтерме икĕ кун çеç кирлĕ пулать. юпа, 25/чӳк, 7) Ленин Вăхăтлă ертӳлĕхе аяла хуни пирки чĕнсе калать. Çав кунах 2-мĕш Пĕтĕмраççей Канашĕсен съезчĕ уçăлать, унта Ленинăн лапкăлăх тата çĕр декречĕсем çинчен хыпарлаççĕ, хула тата ял ĕçченĕсен ертӳлĕхне — Ленин ăн Халăх Комиссаррĕсен Канашне— йĕркелесе хураççĕ.
Революци хыççăнхи ĕçĕ-хĕлĕ: 1917—1924
Лăпкăлăх Декречĕн йĕркине тытса пырса, Ленинăн Раççее Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчен туртса кăлармалла пулнă. Петрограда нимĕç çарĕсем пырса кĕме пултарнă, çавăнпа ĕнтĕ Ленин сĕнĕвĕпе Совнарком тата РКП(б) ТК Мускава — Совет Раçсейĕн çĕнĕ тĕп хулине — куçать.
Аманнипе тата хăйне шеллемесĕр ĕçленипе Ленин сусăрлансах çитет. 1922 çулхи пуш уйăхĕнче Ленин РКП(б) 11-мĕш съезчĕн ĕçне йĕркелесе пырать, хăй те тухса калаçать. 1922 çу уйăхĕнче йывăр чире кĕрет, çапах та юпа уйăхĕнче ĕçе тухать. Çынсем умĕнче юлашки хут Ленин чӳк, 20 1922 Моссовет пленумĕнче калаçать. раштав, 16 1922 унăн сывлăхĕ каллех тăрук япăхланать, 1923 çу уйăхĕнче амака пула Мускав тулашĕнчи именине Горкине пурăнма куçать. Мускавра юлашки хут Ленин юпа, 18-19 1923 пулать.
Хăй вилессе пĕлсе тата коммунистсен партии шăпишĕн хумханса , В. И. Ленин 1923 çулта «пуласлăх валли»: «О кооперации», «Как нам реорганизовать рабкрин», «Лучше меньше, да лучше», статьясем çырать, вĕсенче вăл Совет патшалахĕн экономика политики хăйĕн курăнăвне палăртать тата патшалăхăн, партин аппарачĕн ĕçне лайăхлатас сĕнӳсене парать.
1924 çулхи кăрлачра Ленинăн сывлăхĕ сасартăк питĕ начарланать, 1924 çулхи , кăрлач, 21, каçхи 6 сех. 50 мин. Владимир Ильич Ульянов (Ленин) куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать.
Раççей хуçалăвĕн аталанăвĕ
Тĕплĕнрех ГОЭЛРО статьяна вулăр.
В.И. Ленин хуçалăхне аталантарас ĕçре питĕ тимлĕ тăрăшнă. Влаç а илсенех вăл тӳрех вăрçăпа ишĕлнĕ хуçалăха йĕркелесе аталантарас ыйтăва пĕрмаях хистесе пырать. Ленин патшалăхран корпорации туса хуни çеç хуçалăха çĕклетме пултарать тесе шутланă:
Учет и контроль - вот главное, что требуется для "налажения", для правильного функционирования первой фазы коммунистического общества. Все граждане превращаются здесь в служащих по найму у государства, каковым являются вооруженные рабочие. Все граждане становятся служащими и рабочими одного всенародного, государственного "синдиката".
[5]
1922 çулта В. И. Ленин хушнипе Маркс хулинче (Сарă ту кĕпернинче) «Чĕрĕлӳ» трактăр заводне тума тытăнаççĕ. Кунтах ся Я. В. Мамин конструкциленĕ 8,8 кВт (12 л. В.) хăватлă «Карлик» трактăрне кăларма пуçлаççĕ. Çак вăхăтрах Коломнăри тата Брянскри завочĕсем Е. Д. Львов шутласа кăларнă чылайах мар серисемпе «Коломенец-1»чтлă трактăрсем хатĕрлеççĕ. Паллах, çак çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та Совет ертӳлĕхĕ «Фордзон» америка трактăрне тумалли лицензине илме хушу парать.
Ленинăн тĕп шухăшĕсем-ĕмĕчĕсем
- Ленин ĕмĕтленнĕ тăрăх, коммунисăм 1930—1950 çулсенче çĕнтеремелле пулнă. Вăл хăйĕн «Задачи союзов молодёжи» (1920) çапла шантарнă:
Тому поколению, представителям которого теперь около 50 лет, нельзя рассчитывать, что оно увидит коммунистическое общество. До тех пор это поколение перемрет. А то поколение, которому сейчас 15 лет, оно и увидит коммунистическое общество, и само будет строить это общество. И оно должно знать, что вся задача его жизни есть строительство этого общества… И вот, поколение, которому теперь 15 лет и которое через 10-20 лет будет жить в коммунистическом обществе, должно все задачи своего учения ставить так, чтобы каждый день в любой деревне, в любом городе молодежь решала практически ту или иную задачу общего труда, пускай самую маленькую, пускай самую простую.
Ленин пурнăçĕнчи тĕрлĕ тĕслĕхсем
- «Любая кухарка способна управлять государством» цитатăна улăштарса кăтартнă. Тĕрĕсси —«Удержат ли большевики государственную власть» статьяра (Пĕтĕм çырнисен пуххи, т. 34, с. 315) Ленин çапла çырнă:
Мы не утописты. Мы знаем, что любой чернорабочий и любая кухарка не способны сейчас же вступить в управление государством. В этом мы согласны и с кадетами, и с Брешковской, и с Церетели. Но мы отличаемся от этих граждан тем, что требуем немедленного разрыва с тем предрассудком, будто управлять государством, нести будничную, ежедневную работу управления в состоянии только богатые или из богатых семей взятые чиновники. Мы требуем, чтобы обучение делу государственного управления велось сознательными рабочими и солдатами и чтобы начато было оно немедленно, то есть к обучению этому немедленно начали привлекать всех трудящихся, всю бедноту.
Çавăн пекех Ленин «Советсен влаçĕ» ĕмĕчĕн ăшне ăнлантарать:
Он (…)начал читать целую передовую статью о пользе парламента, о том, что демократии предстоит еще широкое будущее, что класс буржуазии далеко не сказал еще своего последнего слова и не скоро его скажет, что диктатура рабочего класса пока еще химера, что Учредительное собрание есть реальная, глубоко затаенная мечта всего русского народа, без различия классовых и иных перегородок, и что оно является необходимым этапом к установлению того правления, которое будет угодно суверенному, свободному народу. — Ну, а вы, мой мудрый Эдип, уже решили вопрос об этом правлении! Какого черта созывать Учредительное собрание, когда товарищ Саня сам уже решил все!.. Советы, говорите вы? Великолепно, да здравствуют советы и все вообще идеи господ Троцких, Хрусталевых и иже с ними!.. Слава и вам, товарищ Саня, хотя... ах, «муж многоопытный, губит тебя твоя мудрость»...[6]
- Ленин сифилис чирĕпе асапланнă пирки нумай çырни тӳрри-тĕрĕссине палăтрайман. Ленинăн миме тата гистологи тĕпчевĕсене ирттернĕ хыççăн çак чир пурине çирĕплетеймен. Ленинăн сывлăх консультанчĕ Макс Нонне, классикăллă «Сифилис и нервная система» хыпарлă кĕнеке авторĕ, питĕ авторитетлă ятарлă ĕçченĕ, çапла çырать: «Абсолютно ничто не свидетельствовало о сифилисе»[7]. Илтӳ сăмахĕсем малтанхи диакнăса пула сарăлнă пулнă. Ăна тĕрĕс мар — кăнарлă сифилис тесе лартнă, çакна тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă экспедици Ленинăн тăванĕсен, несĕлĕсен хучĕсене тĕрĕсленĕ.
- 1917 çулта Норвеги Владимир Ленина Нобель премине парас сĕнӳпе«За торжество идей мира» тенĕ, Совет Раççейĕ «Декрет о Мире» кăларнăшăн, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчен хăй тĕллĕн уйрăлса тухнăшăн, анчах Нобель комитечĕ çакăнпа килĕшмен [1].
- Владимир Ленина наркăмăшлă пульăпа амантни пирки Чылай вăхăт çӳренĕ шухăш [2] хăйĕн тӳррĕлĕхне тухайман [3].
Hiç yorum yok:
Yorum Gönder